Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов республикӑри паллӑ художниксем: Раиса Терюкалова тата Виталий Петров (Праски Витти) — патӗнче пулнӑ.
Курнӑҫура ӳнер ӑстисен пултарулӑхри планӗсене, вӗсен уйрӑм куравӗсене республикӑри музейсенче уҫассине сӳтсе явнӑ. Министр художниксен сывлӑхӗпе те кӑсӑкланнӑ.
Художниксене министр чӑваш культурине ҫӗршыв тата тӗнче шайне кӑларма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсене уйӑхсерен парса тӑракан стипендие палӑртма документсене йышӑнма тытӑннӑ. Асӑннӑ укҫана 1 ҫулталӑк хушши уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ.
Стипендие пысӑк шайри илемлӗ хайлавсен тата литературӑпа ӳнер енӗпе никӗҫ шайӗнчи тӗпчевсен авторӗсем тивӗҫӗҫ.
Конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, респубикӑри тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗсен ӗҫ тӑвакан органӗсем, общество пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.
Документсене ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Бабайкинпа канашлу ирттернӗ. Тӗлпулӑва Чӗмпӗр облаҫӗнчи халӑх культурин центрӗн ӗҫченӗ Светлана Ковшенина тата ыттисем хутшӑннӑ.
Канашлура Чӗмпӗр хулинче ирттерме палӑртнӑ «Акатуя» епле уявлассине тата асӑннӑ хулари чӑваш алфавичӗн палӑкне уҫассине сӳтсе явнӑ. Чӗмпӗрти Акатуя ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗнсе ведомствӑн сайтӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех хыпарланӑ.
Ҫынсем вӑл е ку ӗҫе пахалама кая юлман-ха. Сасӑлава https://nk.cap.ru/poll/128 каҫӑпа иртсе хутшӑнма пулать. Хаклава Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 13-мӗш хутри 4-мӗш пӳлӗме ҫырупа та ярса пама май пур.
Преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче — «Хуркайӑк ҫулӗ» балет; «Чебоксары: город и горожане в работах художников из собрания Чувашского государственного художественного музея» тата «100 лет Чувашской автономии в произведениях Чувашского государственного художественного музея» кӗнекесем; «Цикл произведений живописи, посвященной Чувашии» ӗҫ; «Герои эпохи» документлӑ фильм; Ювенальевсем сувар-пӑлхарсен историне тӗпчесе кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесем.
Чӑваш Енре фотокорреспондентсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Нумаях пулмасть ӑна хӑтлама пуҫтарӑннӑ. Унта культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗ министрӗ Светлана Каликова та хутшӑннӑ.
«Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии. Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочника кун ҫути кӑтартассишӗн С.В. Журавлев, А.В. Борзов тата А.П. Хузангай тӑрӑшнӑ. Текстсене икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Л.Н. Петрова куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ – 1000 экземпляр.
Кӗнекене 21 фотокорреспондентӑн биографийӗпе ӗҫӗсем кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — Александр, Георгий тата Николай Костинсем, Юрий Ананьев, Георгий Зиньков, Виталий Исаев, Борис Иванов, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов...
Кӑҫал Чӑваш Енре – Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнине пэир пурте пӗлетпӗр-ха. Асӑннӑ ҫулталӑкӑн логотип тата брендбук пулассине эпир унччен хыпарланӑччӗ. Ӑна конкурс ирттерсе суйланӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвне логотиппа брендбукӑн 23 вариантне ярса паракан тупӑннӑ. Халӗ вӗсене пӑхса тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ тесе
Дмитрий Сырова палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Дмитрий Сыров ИЯ. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Полиграфи дизайнӗпе урамри реклама енӗпе 15 ҫула яхӑн ӗҫлет. 2014 ҫулта унӑн ӗҫӗ «Шупашкар — сывӑ хула» элем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ, министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ тесе эпир хыпарланнине пирӗн вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Анчах ҫав кунах республика ертӳҫи тепӗр йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн Георгий Богуславский министр заместителӗнчех ӗҫлӗ.
Ӗҫлӗ документ пирки Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче уҫӑмлатнӑ. Унта вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Богоуславскийпе алӑ пуснӑ контракт вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ, халӗ унӑн ӗҫ вӑхӑтне ҫӗнӗ йышӑнупа тӑсса панӑ. Ку вӑл — крлӗ юридици процедури ҫеҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Георгий Леонидович — Ставрополь крайӗнчи Кисловодск хулинче 1978 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Культура министерствине куҫиччен вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне (2007 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе) ертсе пынӑ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ пулма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ун чухне кӗпере историпе культура экспертизин патшалӑх актне обществӑна сӳтсе явма кӑларса тӑратнине хыпарланӑччӗ.
Ӗнер республикӑн Культура министерстви документсене РФ Культура министерствине ярса панине пӗлтернӗ. Объекта историпе культура экспертизи витӗр кӑларнӑ.
«Региона туристсене илӗртессипе эпир пысӑк ӗҫсем пуҫарнӑ. Мӑкӑр кӗперӗ туристсен картти ҫинче хӑйӗн вырӑне тупӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Екатерина Казакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Екатерина Георгиевна культурӑпа ӳнер сферинче ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ. Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӑл тӑватӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав шутран 30 ҫул ытла Екатерина Казакова учреждение ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура, нацинальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Екатерина Георгиевна пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнине, ӗҫе тӗплӗ йӗркелеме пӗлнине палӑртаҫҫӗ.
Хастар хӗрарӑм Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш созывӗсенче депутата суйланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |